Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела

Ылтăн сас паллисемпе çырăннă Сирĕн ятăр

Петр Никифорович Чернов… Нумаййи çинчен калать ку ят. Хулăн кĕнекере çырса пĕтереймĕн ун ĕç-хĕлне, ик-виç сехетлĕх фильмра çутатаймăн кун-çулне. Пиншер ача ун ăс-хакăлĕпе пурнăç çулĕ çине çирĕпленсе тухнă, вуншар çыншăн вăл паян та наставник. Ĕнер 95 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илнĕ мухтавлă вĕрентекенĕмĕрпе тĕл пултăмăр. Çирĕп ăс-тăнпа-ха вăл. Туяра "юлташне" курать

Подробнее

Алли ылтăн унăн

Ялта пурăнакансем кашниех пĕр-пĕрне лайăх курса-пĕлсе тăраççĕ. Пĕр сывлăшпа сывлаççĕ тейĕн. Тăрăм ялĕнчи Виталий Тихонова вара тăван тăрăхра çеç мар, округра та пĕлекен, паллакан йышлă. Пысăк квалификациллĕ газоэлектросварщик Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ училищĕренех 5-мĕш разрядлă специалист пулса тухнă та! Кунашкалли питĕ сайра пулать. Крымра çар службинче тăнă çулсенче те, строительсен полкĕнче пулнăран,

Подробнее

Вĕрентỹ ĕçĕнче — 40 çула яхăн

Петр Комиссаров Педагогсемпе наставниксене халалланă çулталăкра Яманчỹрелĕнче çак пысăк ята тивĕçнĕ Петр Комиссаров çинчен каласа парасшăн. 87 çула çитиччен пурăннă вăл, ыран хисеплĕ çыннăмăр çуралнăранпа 100 çул çитет. Петр Кондратьевич хăйĕн ĕмĕрĕн пысăк пайне - 40 çула яхăн - ялти шкулпа çыхăнтарнă. Педагогика ĕçĕнчи пысăк ỹсĕмсемшĕн "РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ"

Подробнее

Электрик — çутă хуçи

Сăмахăм Çирĕклĕ Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ, Елчĕкри подстанцире ĕçлекен Сергей Перепелкин пирки пырать. Çапах та аслашшĕпе тăванĕсем çинчен аса илмесĕр иртсе кайни йăнăш пулнă пулĕччĕ, мĕншĕн тесен вĕсем унăн характерне, тавра курăмне витĕм кỹнех ĕнтĕ. Хăй те вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ, тăрăшнă та. Сергейĕн аслашшĕ, Алексей Семенович Перепелкин, 1896 çулта çуралнăскер, икĕ

Подробнее

Уй-хир хуçи

Аслă Пăла Тимеш ялĕ ĕçпе чапа тухнă çынсемпе пуян. Малтан Ворошилов ячĕллĕ, каярахпа "Победа" колхоз çичĕ Социализмла Ĕç Геройне çитĕнтернĕ. Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнĕшĕн 1967 çулта хуçалăха Ленин орденĕпе наградăланă. Унта тĕп агрономра вăй хунă Николай Кудрявцевăн тỹпи те пĕчĕк мар. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ, тĕрлĕ медале тата ЧАССР

Подробнее

Çарта водитель пулнă

Сахал калаçса нумай ĕç тăвакан, тараватлă та сăпайлă çын тесе хаклас килет Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Петр Теренина. 60 çултан каçнă пулсан та унра çамрăклăх вут-хĕмĕ сỹнмен-ха. Çара кайиччен Тĕрлемесри бухгалтерсен курсне пĕтернĕскер, алла ручка мар, киçтĕк тытнă. Ỹкерме юратнине кура хуçалăхрах художник-оформитель пулма сĕннĕ. Ун алли витĕр вара тĕрлĕ

Подробнее

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

Ырми-канми ĕçпе, çын хушшинче хăйсене тивĕçлĕ тытса ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Вĕсенчен пĕри - Елчĕк ялĕнче пурăнакан Анатолий Кузнецов. Анатолий Николаевич 1953 çулта Аслă Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ - Николай Александровичпа Екатерина Борисовна тăван хуçалăхра тăрăшнă. Ашшĕ пĕр хушă сутуçă пулса та ĕçленĕ, Анатолий

Подробнее

Икĕ медале тивĕçнĕ

Ентешĕмĕрсем кирек ăçта пурăнсан та район ятне çỹллĕ шайра тытаççĕ, тĕрлĕ сферăра тăрăшса ят-сум çĕнсе илеççĕ. Елчĕк ялĕнче 1987 çулта çуралнă Андрей Сапожников шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх академийĕнче бухгалтера вĕреннĕ. Академи хыççăн çар ретне тăнă. Кунта вăл пушарнăй-çăлавçă специальноçне алла илнĕ. Çакăн хыççăн каччă хăйĕн малашлăх профессине палăртнă та ĕнтĕ. Çартан

Подробнее

Медицина тытăмĕнче — 54 çул

Тăван тăрăхра çуралса ỹссе пурнăçĕнчи вырăнне аякра тупнă ентешĕмĕрсемпе паллашнă май çакна асăрхатăн: шăпа панă çулсем шултраланса пынă май вĕсем çуралнă вырăншăн ытларах та ытларах тунсăхлаççĕ, тăван тăрăхра пулса иртекен пулăмсемпе уйрăмах интересленеççĕ. Людмила Красновăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Алексеева) Патреккел хорĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă кун паллашнăччĕ. Уçă, хаваслă

Подробнее

Пултаруллă çын

пĕтĕм енĕпе пултаруллă çав. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче регионсем хушшинчи ял хĕрарăмĕсен "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!" конкурс-фестиваль иртрĕ. Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ мероприятин малтанхи тапхăрне республикăри районсенчен тата тулайран 18 çын хутшăннă, финала вĕсенчен саккăрăшĕ тухнă. Вăл йышра Вăрăмхăвари клуб заведующийĕ Лариса Казначеева та. Конкурсантсем хăйсемпе паллаштарчĕç, чăваш йăли-йĕркисене сăнарларĕç, пултарулăхне кăтартрĕç,

Подробнее